Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăçанччен?

Хăçанччен?

Пире Акчелтен Елчĕке çуран çỹреме инçех мар, Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ урлă каçмалла çеç. Çуркунне, шыв улăха сарăлнă май, кăштах çаврăнăç тăвас пулать ĕнтĕ.

Кăçал халĕ те çав кукăрлатнă «маршрутпах» çỹретпĕр-ха, мĕншĕн тесен çĕр шыва çăтса ĕлкĕреймест. Анчах çурхи шывпа çыхăнман ку, «Спутник» сахал яваплă общество шĕвĕ каяша юхтарнипе çавăн пек. Нихăш çул та пулман капла. Валашка тăрăх шăнкăртаттараççĕ кăна улăха. Пысăк лаптăка саркаланнă шăршлă шыв хăçан сĕврĕлĕ-ши? Тинĕс пекех вĕт. Кунтан иртсе çỹренĕ май сывлама çук. Шăрши яла та сарăлать. «Тинĕсри» шывăн ăçталла каймалла? Кĕçĕн Пăлана.

Предприяти, эпир пĕлнĕ тăрăх, Комсомольскисене те пулăшать иккен. Кунсерен тем пысăкăш цистернăпа «Спутника» шĕвĕ каяш турттараççĕ. Проблема çакăнта та мар-и?

«Очистной» хăçан йĕркеллĕ ĕçлеме пуçлĕ-ши? Е «сахал яваплă» тенипе çыхăннă-и ку?

Ял çыннисем ыйтнипе — Е.ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code